Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Сунас (Николай Карай)

Сунас ерчӗ такамран
Сӑрт ҫамки ҫеремленсен,
Эп апчху! апчху! тусан:
"Сывлӑха", - терӗҫ ҫемҫен.

"Сывлӑха", - темессерен
Сунас савӑнчӗ чунран.
Каҫ енне кӗтмен ҫӗртен
Лап ӳкерчӗ ураран.

Шӳтлӗ сӑвӑ, Николай Карай


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-30 14:48:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4324 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем